Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. Акӑ, Трак тӑрӑхӗнчи Карай шкулне уҫнӑранпа 120 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ.
Ҫак тавралӑха пирвайхи ҫынсем ХVII ӗмӗртех килсе вырнаҫнӑ. Кӑна ҫак тӗслӗх те аван кӑтартса парать: Пайтул Искеев Степан Разин пуҫарнӑ пӑлхава (ХVII ӗмӗр) хутшӑннӑ чӑвашсенчен пӗри пулнӑ.
Патша вӑхӑтӗнчи архивра тупнӑ документсене тишкернӗ май чӑваш тӗпчевҫисем (Иван Одюков, Валем Ахун) вӗсенче асӑннӑ «Хуракасси» (Каракасы) Карайкасси ятлӑ пулма пултарнине ҫирӗппӗнех калаҫҫӗ. Халӗ вӑл — Сурӑмхӗрри ялӗ. Унтан инҫех мар, Сурӑм шывӗ леш енче, Хурапыр ятлӑ ял та пур.
1875 ҫулта чӑвашсен просветительне И.Я. Яковлева округ инспекторне лартаҫҫӗ. Вӑл час-часах халӑх хушшине тухса ҫӳрет, хӑш-пӗр ялсенче нумайлӑха чарӑнса тӑрать, шкул ӗҫне пуҫарас тӗллевпе ҫӗкленнӗ ыйтусене татса пама тӑрӑшать. 1890 ҫулта Сурӑмхӗрринче шкул уҫӑлать.
Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ ялӗ Красноармейски районӗн чиккинче, Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑхӗнерех вырнаҫнӑ. Илемлӗ вырӑн — Ункӑ шывӗ юнашар. Ҫумма-ҫумӑн тенӗ пекех Ҫавалҫырма, Енӗшкасси ялӗсем лараҫҫӗ, Ункӑ урлӑ каҫсан — Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫӗньял. Шӑп та лӑп ҫак ял ӗнтӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хӑйӗн 120 ҫулне паллӑ турӗ. Уява 200 ҫын ытла пуханчӗ.
Каласа хӑварас пулать, 1990 ҫулта ялӑн 100 ҫулне палӑртнӑччӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать — унтанпа ялта та улшӑнусем чылай пулса иртрӗҫ. 1997 ҫулта ҫӗнӗ урам хыврӗҫ (урам Степан Кураков ячӗллӗ — вӑл колхозӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ). Унта халӗ 5 кил. Ҫавӑн пекех 20 ҫул хушшинче яла газ кӗртрӗҫ, асфальтлӑ ҫул ҫитрӗ.
Уява Красноармейски районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров уҫрӗ. Вӑл кӗскен район пурнаҫӗпе паллаштарчӗ. Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ халӑхне ҫӗнӗ урамра шыв башни ҫуккки самай пӑшӑрхантарать иккен, ҫавна май Владимир Валерьянович яла шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва 2011 ҫулхи район аталанӑвӗн программине кӗртме шантарчӗ.

«Трак Ен» сайтра (вӑл Красноармейски районӗн официаллӑ сайчӗн чӑвашла варианчӗ шутланать) нумай пулмасть ҫакӑн пек ыйту кӑларчӗҫ: Трак ялӗн чӑн-чӑн ятне каялла тавӑрмалла-и?
Хальхи ята 1940 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче панӑ. Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Трак районне Красноармейски ятпа ылмаштарма Хушу йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн Малти Трак ял ятне Красноармейски (Хӗрлӗ Ҫар) ҫӗнӗ ят панӑ. Кунсӑр пуҫне Вӑта Трак ялне Липовка (Ҫӑкалӑх), Кайри Трак ялне Васнар теме йышӑннӑ.
Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ял ячӗ «трактир» (эрех-сӑра ӗҫмелли хупах) сӑмахпа ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Ку версие нимӗнле чӑнлавпа та ҫирӗплетме ҫук. Ку шухӑша Красноармейски ят памашкӑн коммунистсен идеологӗсем шутласа кӑларни паллӑ. Теприсем ку ял Трак ятлӑ ҫын ҫемйинчен пуҫланса кайнӑ имӗш (кун пек халап чӑн та пур). Виҫҫӗмӗшсем каланӑ тӑрӑх, трак тени ӗҫсе-супса ҫапкаланса ҫӳрекен ҫынна пӗлтерет тени те пур. Юлашки верси те коммунистсен идеологине ҫирӗплетме кӑна кирлӗ пулнӑ пек туйӑнать.
| ҪУР | 04 |
Чӑваш кӗнеке издательсвин «Ҫӗнӗ кӗнекесем» («Книжные новинки») лавккисене Юрий Сементерӗн «Хушка» кӗнеки ҫитрӗ. 32 страницӑллӑ кӗнекен хакӗ 44 тенкӗ.
Юрий Семенович Сементер Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл тӑван литературӑра аллӑ ҫул ӗҫлесе вӑтӑра яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: «Йӗс шӑнкӑрав», «Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Хурапа шурӑ», «Хуркайӑк ҫулӗ», «Ҫиҫӗм сапаки».
«Хушка» ятлӑ сӑвӑлла калава Чӑваш енри Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр хуҫалӑхри ҫӗнтерӳҫӗ ӗне пурнӑҫӗнче вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗсенче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа тӗпе хурса ҫырнӑ.
Сӑвӑлла калава вырӑсла А.И. Дмитриев тӑлмач куҫарнӑ.
Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи ачасене кӑмӑла каясса шанатпӑр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть Зоя Нестеровӑн калавӗсемпе повеҫӗсем «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ» кӗнекере пичетленсе тухрӗҫ.
Зоя Алексеевна Нестерова 1925 ҫулта Красноармейски районӗнчи Кушарта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чылай ҫул Чӑваш Енре тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чупту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009).
Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать.
Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсене ҫӑлаканӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма алӑ тӑсса параканӗ те юнашарах тӑрать.

Трак тӑрӑхӗнче вырма ӗҫҫи хӗрсех пырать. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне 1456 гектар ҫинче тӗш тырӑ вырса тата ҫапса илнӗ. Вӑл типӗ ҫанталӑкра упранса юлнӑ лаптӑкӑн 31 проценчӗ пулать. Кӗрхи тӗш тыррӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкне илес пулсан, унӑн 91 процентне ҫапса илнӗ те ӗнтӗ. Уй-хирте пӗтӗмпе 22 комбайн ӗҫлет.
Тырпула пухса кӗртессипе пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесси те кал-кал пырать. Фермерсем тата коллективлӑ хуҫалӑхсем ҫапса илнӗ лаптӑксенчи улӑма ҫийӗнчех урана хываҫҫӗ. Улӑма пӗтӗмпе 995 гектартан пухса хунӑ. Улӑмран пушаннӑ лаптӑксенчен 230 гектарне сухаласа пӑрахнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫарассипе те тимлеҫҫӗ трак енсем. Ку таранччен 1850 т утӑ (67,6%), 4220 т сенажа (95,5%), 2380 т силос (37,2%) хатӗрленӗ.
Килес ҫулхи тыппул шӑпи ҫинчен те манмаҫҫӗ красноармейскисем. Кӗр тыррисем акса хӑварма 1806 га ҫӗр хатӗр те ӗнтӗ.

Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланать. Ҫумӑрӗ те пулин ҫумасть-ҫке. Ҫакнашкал лару-тӑру хӑш-пӗр ыйтӑва уҫӑмлӑн ҫӗклет, уйрӑмах халӑха шывпа тивӗҫтерессине. Шыв пулмасан кӑҫалхи ҫу кунӗнче ытла та йывӑр-ҫке — ҫӑлкуҫсем типе-типе лараҫҫӗ, юханшывсемпе пӗвесенче шыв хухать. Пӗлтӗр кӑна сиксе каҫмалла мар шыв урлӑ кӑҫал ним мар утса каҫан. Ялти шыв башни ӗҫлемесен вара — чӗр нуша.
Ял халӑхӗ вара кӑҫал тинех манӑҫа тухнӑ ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсем пирки асаиле пуҫларӗ. Трак тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑк ҫыннисем те хӑйсен ҫӑлкуҫне тирпей кӗртме шутларӗҫ. Гагарин урамӗнче пурӑнакансем утӑн 21-мӗшӗнче пухӑнчӗҫ те кӗреҫесем йӑтса ҫав ҫӑлкуҫа тасатрӗҫ. Романов Вячеслав, Митрофанов Вениамин, Герасимов Геннадий, Иванов Валерий, Максимов Владимир кунӗпе ӗҫлерӗҫ те ҫӑлкуҫа тирпей кӗртрӗҫех.
Халӗ ӗнтӗ кунти сиплӗ шыва пурте килсе ӗҫейреҫҫӗ.

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа тата ятарлӑ конкурс ирттерсе республикӑри чи лайӑх шкулсемпе чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Чи лайӑх шкул ятне пӗтӗмпе 25 шкул тивӗҫнӗ, вӗсен шутӗнче «Паянхи куна тивӗҫтерекен тытӑмлӑ шкул» номинацире Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртакан конкурсра пӗтӗмпе 404 учитель тупӑшнӑ, вӗсенчен 200-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ. Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсен шутӗнче Кроасноармейски районӗнчи шкулсенче тӑрӑшакан учительсем те пур. Вӗсем — «Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗ» муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем Зинаида Петровнӑпа Виталий Михайлович Михайловсем. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн вӗсем вӗрентекен кунӗ тӗлне Чӑваш Республикин Президенчӗн премине илме тивӗҫ пулӗҫ.
Саламлатпӑр!

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Красноармейски вӑрманӗ ҫумӗнчи «Факел» стадионӑн ҫеремӗ ҫинче йӑлана кӗнӗ уяв, Акатуй, иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул тата Красноармейски районӗ йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Ирхине районӑн кӗтнӗ хӑнисем тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.И.Антонов вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ салтаксене чысласа лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
9 сехетре Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Данилов районӑн ҫулталӑк хушшинчи ҫитӗнӗвӗсемпе ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен хатӗрленӗ радиорепортаж янӑрарӗ. Кӗҫех районти ал ӑстисен выставки, ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх площадкисем ӗҫлеме пуҫларӗҫ.
11 сехетре савӑнӑҫлӑ уяв пуҫланчӗ. Ӑна сӑмах каласа район администрацийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Н.И.Антонов уҫрӗ. Вӑл юлашки вӑхӑтра ҫӗнсе илнӗ район ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурне те уяв ячӗпе ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ, ӑнӑҫу сунчӗ.
Уява пухӑннисем театрализациленӗ композиципе пултарулӑх ушкӑнӗсен концертне пӑхса савӑнчӗҫ.

Трак тӑрӑхӗнчи тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ кӑҫал пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем — 570, пӗр ҫул ӳсекен курӑксем — 177, куккурус — 180 гектар акса, ҫӗрулми 104 гектар лартса хӑварчӗ. Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса ирттернӗрен ҫуртрисем япӑх мар шӑтса тухнӑ. Халӗ хирте калчасене лайӑх пӑхса ҫитӗнтерессипе тӑрмашаҫҫӗ: ҫумкурӑксемпе кӗрешсе гербицид сапаҫҫӗ, ҫӗрулмин рет хушшисене кӑпкалатаҫҫӗ тата ытти те.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗ Карай тӑрӑхӗнчи халӑхшӑн нумайлӑха асра юлӗ. Ҫав кун кунта 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене пӗтӗмлетмелли ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ — Акатуй — иртрӗ. Ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртсен тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ ертӳҫи Г.В. Спиридонов ку пӗрлешӳ учредителӗпе Ю.П. Капитоновпа, «Крина» пӗрлешӳ ертӳҫипе В.Н. Платоновпа, «Ирина» магазин хуҫипе В.И. Петровпа канашласа ӗлӗкхи ырӑ йӑлана чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Хальхинче ку праҫнике района йӗркеленӗренпе 75, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекенсен ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Шкул стадионне тӗрлӗ ялавсем, стендсемпе плакатсем илем кӳреҫҫӗ, хаваслӑ кӗвӗ янӑрать.
